Журналистсене «Маршал Василий Чуйков» медальпе чысларĕç

Чрезвычайлă лару-тăру министерствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — çынсене маларах асăрхаттарасси, инкек тухсан хăйсене еплерех тытмаллине вĕрентесси. Çакна тума çăлавçăсене массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пулăшаççĕ.

Алиса Александрова, Наталья Егорова, Виктор Степанов

Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Управленипе нумай çул тачă çыхăнса ĕçлекен журналистсене «Маршал Василий Чуйков» медальсемпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтешсем те пулчĕç. Хаклă парнесене Чăваш телевиденийĕн корреспонденчĕ Наталья Егорова тата Чăваш радио редакторĕ Галина Вастрюкова тивĕçрĕç. Пултаруллă журналистсем çăлавçăсен пархатарлă ĕçĕпе республика çыннисене малашне те паллаштарас тĕллевлĕ.

- Пушар хуралĕн ветеранĕсемпе нумай çул пĕрле ĕçленĕ, тĕлпулусем пулнă, передачăсем хатĕрленĕ. Çавăнпа та питĕ хисеплетĕп, çырас та çырас килет, - тет Галина Вастрюкова.