Сумлă çемьесемпе Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ

Паян - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ. Çавна халалласа Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена тата орденăн медальне тивĕçнисемпе тĕл пулчĕ. Республикăра çак наградăна 30 мăшăра парса чыс тунă.

Оксана Баскакова, Владимир Синдеев

Тĕл пулăва 7 çемье хутшăнчĕ. Вĕсене саламланă май, Михаил Игнатьев республикăра ашшĕ-амăшĕн сумне ÿстерес тĕлĕшпе тăрăшнине палăртрĕ. Ахальтен мар кăçал Чăваш Енре ятарлă Çулталăк иртет. Çемьесене социаллă пулăшу пама çулсерен 3 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çавна май пиллĕкмĕш çул халăх йышĕ хăй халлĕн хушăнать. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ вара çак тапхăрта 39 процент ÿснĕ. Тĕл пулура çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парасси, вĕсене çемье хаклăхĕсене юратма вĕрентесси пирки калаçрĕç. Çавăн пекех кăсăклантаракан ытти ыйтăва сӳтсе яврĕç.

Чăваш Ен пуçлăхĕ кашнин çемье ыйтăвне май килнĕ таран татса пама шантарчĕ. Иртнĕ çулти республикăри «Çулталăк çемйи» конкурс çĕнтерӳçисем, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Кузнецовсем, пуçтарăннисене юрăпа саламларĕç.

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Кузнецовсен çемйи пирĕн республика чысне Атăл тăрăхĕнчи «Чи лайăх çемье» конкурсра хӳтĕлĕ.

Республикăри çемьесем тăтăшах тĕрлĕ конкурсра çĕнтереççĕ. Ачисене те явăçтараççĕ. Çитĕнекен ăру вĕсенчен тĕслĕх илтĕр, - терĕ Михаил Игнатьев. Патшалăх вара пултаруллă çемьесене яланах пулăшса тăрĕ.