Çĕнтерÿ кунĕнче красноармейскисене салтак пăттипе хăналарĕç

Çĕнтерÿ кунне ытти район-хулара та сумлă паллă турĕç. Вăл шутра Красноармейски салинче те ир-ирех вăрçă темипе çыхăннă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Çынсем, йăлана кĕнĕ йĕркепе, Мухтав монуменчĕ умне пухăнчĕç.

Леонид Петров, Юрий Васильев

Хаяр вăрçă кашни киле пырса тивнĕ тени хитрелетсе калани мар. Астăвăм çынсен ăшĕнче çирĕп сыхланса юлнă. Çапăçу хирĕнче пуç хунă паттăрсене асăнса красноармейскисем тĕнчипе вăй илнĕ «Вилĕмсĕр полка» тăрса утса тухрĕç. Кашнин аллинче аслашшĕн е тăванĕн сăн ÿкерчĕкĕ пулчĕ. Тĕп урампа утакансене çамрăк армеецсем чĕрĕ коридорпа кĕтсе илчĕç.

Уяв çар йĕркипе пулчĕ. Çĕнтерĕве халалланă тĕп ĕç-пуç Мухтав монуменчĕ патĕнче иртрĕ. Парада Трак шкулĕн вĕрентекенĕ Михаил Голубев ертсе пычĕ. Çĕнтерÿ ялавне йăтса кĕрсен, район ертÿçисемпе хăнасем сăмах илчĕç. Чи хисеплисен йышĕнче - Иван Софронов ветеран.

Çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме Красноармейски тăрăхĕнчен фронта 6 пин çын тухса кайна. Вĕсенчен 2 пин те 162 паттăр çапăçу хирĕнче пуç хунă. Салтака ăсатнă йăла-йĕркене Арçунакасси ялĕнче пурăнакансем сăнласа кăтартрĕç. Арçынсем купăспа юрласа урам тăрăх утрĕç. Вĕсене хĕр тантăшĕсем, мăшăрĕсемпе амăшĕсем ял хапхи патне çити ăсатрĕç. Вăрçăран таврăннисен шучĕ те çулсерен сайралса пырать. Çапах та Çĕнтерÿ кунне кăçал 7 фронтовик, тыл ветеранĕсем тата тăлăха юлнă салтак арăмĕсем хутшăнни илемлетрĕ. Пухăннисем вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Мухтав монуменчĕ умне чечексем хучĕç. Митинг хыççăн уява хутшăнакансене салтак пăттипе хăналарĕç.