Вăрнар районĕнчи Нурăсри шкул – интернатра ачсене пур енлĕн аталантараççĕ

Вăрнар районĕнчи Нурăсра 56-мĕш çул республикăри хавшакрах сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан шкул - интернат ĕçлет. Паян унта 99 арçын ача тата 54 хĕрача уйрăм программăпа вĕренет. Тантăшĕсемпе тан аталанса пырайманнисем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тимлĕ педагогсем пур енлĕн тăрăшаççĕ. Республикăри наци библиотекинчи чăваш кĕнеки центрĕ „Литература çулçÿревĕ“ проектпа килĕшÿллĕн кунти çамрăк вулакансемпе курнăçма час-часах чăваш çыравçисене илсе килет.

Марина Карягина, Виктор Степанов

Шкул залĕнче лăк тулли ача – шăна вĕçни илтĕнмелле шăп: чĕрĕ çыравçăпа, Сергей Павлов Чăваш халăх писателĕпе, куçа-куçăн калаçма, ун хайлавĕсене вуласа тухнă хыççăн пĕлес килнине хăйĕнчен ыйтма май пурри савăнтарнă пухăннисене. Паллă романист пĕчĕккисем валли те калавсем хайлать. Çырас ăсталăх шкул ÿсĕмĕнче чухне çурални çинчен каласа панине ачасем пысăк тимлĕхпе итлерĕç, çыравçа хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл турĕç. Вĕсем тăван сăмахлăхпа культурăна юратса çитĕнни юрри-сăввисенченех палăрать. Сывлăх енчен хавшакрах пулин те, ачасем ташлама та вăй-хал çитереççĕ. Кĕвĕ тĕнчинелле туртăнакансем Олег Семенов ертсе пыракан балалайка калакансен ушкăнне çÿреççĕ.

- Мухтанса каламастăп, республикăра пирĕн ушкăна çĕнтерекен пулман,-тет ушкăн ертÿçи Олег Семенов.
Çамрăкла вĕренни – ĕмĕрлĕх, пĕр-пĕр ăсталăха алла илни нихçан та чăрмав пулас çук. Коррекци шкулĕнче ĕç лаççисем темиçе те. Атă-пушмак юсама хăнăхакан арçын ачасем мĕнле киленсе тăрмашнине пăхса куç савăнать. Çак хăнăху вĕсене, урăх професси алла илес пулсан та, ĕмĕр тăршшĕпе кирлĕ пулĕ.

- Мускава конкурса кайса пĕрремĕш вырăн йышăнса килтĕмĕр, - тет ĕç учителĕ Николай Борисов.

Сĕтел-пукан мастерскойĕнче те ĕç вĕресе тăрать. Вĕрентекенсем арçын ачасен аллисем ĕç тĕлне пĕлччĕр тесе кăна мар, ăсталаха çÿллĕ шая çитерсе ăмăртура мала тухмалла пултăр темелĕхех тăрăшаççĕ. Хĕрачасем валли те çĕлекенсен тата тĕрлекенсен виçĕ мастерскойĕ пур. Алă вĕççĕн те, çĕвĕ машинипе те ĕçлеме хăнăхаççĕ. Кăткăс чăваш тĕрри çыпăçуллă алăллисене юратать, шухăшлама хистет. Паянхи кун кĕпе-тумне тĕрлеттерес текен сахал мар, çавăнпа çамрăк маçтăрсем ÿссен ĕçсĕр лармасса шанаççĕ, - тет технологи учителĕ Светлана Иванова.

Çывăрмалли пÿлĕмсене ачасем хăйсемех хăтлăх кÿрсе тăраççĕ. Кунта ытлашши япала çук, пурте тирпейлĕн хăй вырăнне тупнă. Ку корпусрах – кану пÿлĕмĕ. Кунта ачасем ушкăнпа тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, телевизор пăхаççĕ. Алĕçĕпе ларма та пултараççĕ: пÿрнесене ĕçлеттерни пуç мимине аталантарать, теççĕ вĕрентекенсем. Шкул коридорĕнче уçăлнă курав вĕсен ăсталăх шайне те, тÿсĕмлĕхпе илемлĕхе мĕнле туйнине те кăтартать.

- Ачасем ĕçне тирпейлĕ тусан хăйсем те савăнаççĕ, - тет шкул директорĕн çумĕ Светлана Югина.