Республикăри çар комиссариатĕнче çурхи призыв пирки брифинг пулчĕ

Ака уйăхĕнче çурхи призыв пуçланать. Тепĕр 2 кунтан çар комиссариачĕсене салтака кайма хатĕрленекен çамрăксем пухăнĕç. Анчах пурте мар. Çĕнĕ йĕрке тăрăх аслă шкулсенче, техникумсенче пĕлÿ илекенсене вĕренсе пĕтерме ирĕк парĕç. Кăçалхи призыври çĕнĕлĕхсем пирки республикăри çар комиссариатĕнче иртнĕ брифингра каласа кăтартрĕç.

Леонид Петров, Александр Яковлев

Республика çар комиссарĕ Александр Мокрушин палăртнă тăрăх, çамрăксене çара ăсатассипе 2-мĕш разряда кĕрекен комиссариатсен йышĕнче Чăваш Ен 2-мĕш вырăнта тăрать. Кăтартăва çур миллиона яхăн е унран ытларах çын пурăнакан регионсен центрĕсене шута илсе йĕркеленĕ. Пĕлтĕр пирĕн республикăран çак тапхăрта 1460 çын çар ретне тăнă. Çулталăкра медицина комиссийĕ витĕр 6 пине яхăн çамрăк тухнă. Кăçалхи план улшăннă. Салтака 200 çамрăк сахалрах ăсатмалла. Хавшак сывлăхлисен шучĕ чакнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Сăмахран, пĕлтĕрхи комисси çамрăксен 75 проценчĕ çар ретне тăма юрăхлине кăтартса панă. Çакна Чăваш Енре физкультурăпа спорт комплексĕсем ытларах уçнипе, вĕсене çамрăксем йышлăрах çÿреме пуçланипе сăлтавлаççĕ. 5 çул каялла вара çирĕп сывлăхлисен шучĕ 66 процент кăна пулнă. Республикăра салтака каяс мар тесе тарса çÿрекенсем те самай сахалланнă. Чăваш каччисем тĕрлĕ çĕрте хĕсметре тăрĕç. 10 çамрăк десантниксен йышĕнче пулĕç. Кăçалтан унта çар специальноçĕпе хатĕрленнисене çеç йышăнаççĕ. Ку енĕпе вырăнти ДОСААФ шкулĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çавăн пекех сывлăш флотне 11, тинĕс флотне - 65, ракетчиксен ретне 62 çынна яма палăртнă. Районсенче призыв компанине мĕнлерех хатĕрленнине тĕплĕнрех пĕлме эпир Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕпе телефон урлă çыхăнтăмăр.

- Çамрăксене çара ăсатма тĕрĕслеме комисси йĕркеленĕ, вăл ĕçе хатĕр. Пулас салтаксене тĕрлĕ округа ăсатма хатĕрленетпĕр, - тет Муркашпа Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков.

Кирек ăçта лексен те, чăваш каччисем салтак тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлĕç.