Каникул вăхăтĕнче ачасене спорт шкулĕсемпе бассейнсене тÿлевсĕрех кĕртеççĕ

Ачасем çуркуннехи каникула усăллă ирттерччĕр тесе Шупашкар хула администрацийĕ ырă йышăну тунă. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 2 -мĕшĕччен спорт шкулĕсемпе физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли центрсем шкул ачисене 15 сехетчен тÿлевсĕрех йышăнаççĕ.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи Физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн бассейнне яланах çын йышлă çӳрет. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче билетсемшĕн тӳлттерменнине кура ачасем тата нумайрах килме пуçланă. Хăшĕсем ашшĕ-амашĕсемпе пĕрле, теприсем юлташĕсемпе килеççĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекен Валерия Швецова кунта асламăшĕпе пĕрле çитнĕ. Тамара Ивановна хăй пенсире пулсан та килте ларма юратмасть, пĕрмай халăх хушшинче. Бассейна килекен пенсионерсене те çăмăллăх пани килĕшет ăна. Мăнукĕпе пĕрле çӳреççĕ вĕсем кунта.

- Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче мăнукпа пĕрле çÿреме лайăх, - тет Тамара Пирогова пенсионер.