Каснă йывăçа иккĕмĕш пурнăç паракан маçтăр

Ÿнерпе графика факультетĕнче вĕреннĕ чухне унăн çыпăçуллă алли сăрă енне туртăннă, каярах Вячеслав Андреев-Эткер йывăçра асамлăх тупнă. Вăл касса кăларнă чăваш мифологийĕнчи сăнарсене эпир Атăл леш енчи этнокультура паркĕнче, халăх канма килĕштерекен вырăнсемпе ача пахчисенче асăрхама пултаратпăр. Çак кунсенче Кÿкеçри „Бичурин тата хальхи самана“ музей скульпторăн пултарулăхĕпе анлăрах паллаштарас тĕллевпе курав уçрĕ.

Марина Карягина, Виктор Степанов

Эткерĕн ĕçĕсемпе паллашнă чухне куракан тÿрех „ку – çакă та ку çавă“ тееймест – унăн кÿлеписем, тĕпрен илсен, халăхăмăрăн аваллăхĕнчен, мифсемпе юмахсенчен. Ĕçтешĕсем пусăм тусах каланă тăрăх, Вячеславăн хайлавĕсем шалтан тухакан çураçулăхпа скульптура пулса çитеççĕ.

Унăн ĕçĕсенче халăхăн ĕмĕрсерен пуçтарса пынă ăс-хакăлĕпе тĕнчекурăмĕ кăна мар, хайлавçă хăй те философилле шухăшлав тарăнăшĕнчен пăрăнманни савăнтарать. Шухăшлавçăсене авалтан канăç паман пурнăç ыйтăвĕсене скульптор вăрманта ăнсăртран тупнă армак-чармакра та асăрхама пултарать. Тен, хуравне те сĕнет – пирĕн сассăр кĕлеткесене ăнланса илме çеç пĕлмелле.

Каснă йывăçа чĕртсе иккĕмĕш пурнăç паракан маçтăр Федор Мадуров скульптора хăйĕн вĕрентекенĕ тесе шутлать. Федор Иванович вара, аслилле ăслăн та сăпайлăн хирĕçлесе, „халĕ эпĕ санран вĕренетĕп, çутçанталăк йĕркипе çапла пулмалла та“, тет.

Олег Цыпленков ертсе пынипе ентешсем несĕлĕмĕрсем авал пурăннă вырăнсене юпа лартса сăвап тума тухса каяççĕ-и, пĕр-пĕр кермен хуçи килне йывăçран касса кăларнă хÿхĕм кĕлеткесемпе илем кÿресшĕн-и е ял çумĕнче ваттисене асăнмалли йăла-йĕрке карти тăвасшăн – пурте Вячеслав Эткере шыраса тупаççĕ. Унăн пĕлĕвĕ те, ăсталăхĕ те çителĕклех, „ĕç хатĕрĕ юрăхсăра тухнă“ тесе те пăрăнса юлаймĕ – акă, мăшăр кĕмĕл пуртă парнелекен те тупăнчĕ. Апла 55 тултарнă Эткерĕн чĕннĕ çĕре вăхăтра çитме вăр-варлăх çитересси кăна юлать.