Куславккара республика шкулĕсенчи волейбол ушкăнĕсем тупăшрĕç

Хĕрсемпе каччăсен 14 ушкăнĕ 28 матчра вăй виçрĕ. Ăмăртусем харăсах 4 лаптăкра иртрĕç. Çĕнтерÿçĕ Кубокĕ кама тивни пирки - пирĕн черетлĕ сюжетра.

Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин

Тахçан район шайĕнче иртнĕ турнир халĕ республикăри пĕлтерĕшлĕ ăмăртусен йышне кĕнĕ. Унта Чăваш Енрен анчах мар, кÿршĕллĕ тăрăхсенчи çамрăксем те хутшăнма кăмăллаççĕ. Пĕр кунра пулса иртекен тупăшу хăйĕн хăвăртлăхĕпе тата кăсăклăхĕпе уйрăлса тăрать. Чи вăйлисене палăртнипе пĕрлех турнир хĕрсемпе каччăсене хăйсен ăсталăхне туптама май парать.

- Волейбол ушкăнпа вылямалли вăйă. Унта пĕр-пĕрне пулăшни кирлĕ. Ачасем турнира кашнинчех чăтăмсăр кĕтеççĕ, - тет ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, турнир йĕркелÿçи Юрий Зорин.

Каччăсем хушшинче Шупашкарти 61-мĕш шкул ушкăнĕ уйрăлса тăчĕ. Ку команда асăннă ăмăртусене 10-мĕш хут хутшăнать. Кĕтнĕ пекех вĕсем финалта икĕ партире Волжск хулинчен килнĕ юлташĕсене парăнтарчĕç. Хĕрсем хушшинче те финалта Мари тата Чăваш республикинчи ушкăнсем тĕл пулчĕç. Çивĕч кĕрешÿре кÿршĕсене Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем çĕнтерчĕç. Медаль пирки Куславкка районĕнчи Энтри- Пасар хĕрачисем те ĕмĕтленчĕç. Унти шкулта 57 ача кăна вĕренет пулин те, волейболла вылякансем пĕрре мар районти ăмăртусенче мала тухнă. Виççĕмĕш класри Лера Егорова та шкул чысне хÿтĕлеме хатĕр. Вăл хальлĕхе запасра. Çапах та питĕ ăнтăлса вылянине кура, ăна çитес çулах тĕп ушкăна илме пултараççĕ. Кăçал вара Энтри-Пасар хĕр ачисем турнирта 4-мĕш вырăн йышăнчĕç. „Бронзашăн“ кĕрешсе вĕсем Вăрнар районĕнчи хĕрсене выляса ячĕç.