Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрлере пулчĕ

Республика Пуçлăхĕ районсемпе хуласенче кашни кун тенĕ пекех пулать. Муниципалитетсенче халĕ пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, тĕллевсене палăртаççĕ. Михаил Игнатьев ĕнер Çĕмĕрле хулинче пулчĕ. Вăл малтанах халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Тĕплĕнрех - Леонид Петров сюжетĕнче.

Леонид Петров, Александр Яковлев

Учреждени хулари тата районти çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Кунта стационар пур. Çавăн пекех специалистсем киле пырса та пулăшаççĕ. Уйрăмах вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, сусăрсене, нумай ачаллă çемьесене тимлĕх уйăраççĕ.

- Эпир ачасене çуркуннехи тата кĕркуннехи каникулсенче лагерьсене яратпăр. 2016 çулта пурĕ 251 ачана вырнаçтарнă, - пĕлтерет центрти специалист Валентина Осипова.

Кăçал 340 ватăпа инвалида килĕсенче пăхса тăраççĕ. Центр ертÿçи Елена Волкова Республика Пуçлăхне кулленхи ĕç пирки каласа кăтартрĕ. Кунта специалистсем ачасен вĕренĕвне, канăвне йĕркелеççĕ. Вĕсене çавăн пекех вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене юридици пулăшăвĕ параççĕ. Ашшĕ-амăшĕн явапсăрлăхне пула ачасен правине сутсенче 12 хут хÿтĕленĕ.

Кăнтăрлахи уйрăмра тĕрлĕ кружок ĕçлет. Тивĕçле канурисем ал ĕç тăваççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Çавăн пекех пенсионерсем компьютерпа усă курма вĕренеççĕ. Унтан Михаил Игнатьев хула ертÿçисемпе Сергей Яргунинпа тата Александр Зиновьевпа уйрăм калаçу ирттерчĕ, çĕмĕрлесен çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕ.

„Восход“ культура керменĕнче иртнĕ ларура 2016 çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Çĕмĕрлере халĕ 29 пин çын пурăнать. Вăтам ĕç укçи 37 пин тенкĕпе танлашать. Иртнĕ çул хулара 114 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал тата 226 вырăн хатĕрлемелле.

Экономика министрĕ Владимир Аврелькин хула аталанăвĕнче ытларах пĕчĕк тата вăтам бизнес çине тайăнмаллине палăртрĕ. Пĕлтĕр Çĕмĕрлере ку тытăмра тăрăшакансен йышĕ чакнă. „Юрать-ха, хулари предприятисене хÿтĕлев министерстви саккассемпе тивĕçтерет. Енчен те вĕсем пулмасан, ăçта кайса кĕретĕр?“, - ыйтрĕ министр. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Зиновьев коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем çинче чарăнчĕ. Хăш-пĕр усламçăсем ăшăпа вăрттăн усă курнине, вĕсене хирĕç кĕрешнине палăртрĕ. Тепĕр канăç паман ыйту – сывлăх сыхлавĕ. Паянхи куна халăха унăн пахалăхĕ тивĕçтермест. Çĕмĕрлери медицина центрĕн тĕп врачĕ Сергей Демьянов йывăрлăха кадрсем çитменнипе çыхăнтарчĕ. Специалистсене явăçтарма веренÿ учрежденисемпе тачă çыхăнура ĕçлемелле, терĕ Михаил Игнатьев. Пухура çавăн пекех граждансене юхăннă çуртсенчен куçарас, шкулсемпе ача сачĕсене юсас ыйтусене хускатрĕç.