Вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсене - нихҫанхинчен пысӑк тимлӗх

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Василий Иванов патӗнче иртнӗ уйӑхра Республика Пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ. 100 ҫула ҫывхаракан хисеплӗ ватӑна вӑл Ҫӗнтерӗве халалланӑ юбилей медалӗпе чысларӗ. Ҫак кунсенче вара ветеран сывлӑхне республикӑри тухтӑрсем тӗрӗслерӗҫ. 

99 ҫула кайнӑ Василий Иванов Алшик ялӗнче пурӑнать. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул вӑл 15-ре пулнӑ. 17-ре вара фронта тухса кайнӑ. Тӑван тӑрӑха 1950-мӗш ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Пурнӑҫ тӑршшӗпе Василий Иванович чукун ҫул ҫинче вӑй хунӑ. Стрелочникран пуҫласа станци ертӳҫине ӳссе ҫитнӗ. 

Унӑн сывлӑхне тӗрӗслеме республикӑри тата район больницинчи тухтӑрсен ушкӑнӗ ҫитрӗ. Вӗсен йышӑнче гериатор, офтальмолог, терапевт. Специалистсем ватӑ хӑйне мӗнле туйнипе кӑсӑкланчӗҫ, юн пусӑмне, куҫ ҫивӗчлӗхне тӗрӗслерӗҫ, тӑванӗсене ӑна мӗнле пӑхмалли пирки сӗнӳ-канаш пачӗҫ. 

Василий Иванович пурнӑҫ тӑршшӗпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннипе пӗтӗмӗшле хӑйне аван туять. Урама та тухса ҫӳрет. Килӗнче те вӑл пӗчченех пурӑнать. Инҫе мар тӗпленнӗ ывӑлӗпе кинӗ ватӑна пулӑшсах тӑраҫҫӗ. 

Василий Иванович халӗ ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата мӑнукӗн ачисемпе савӑнса пурӑнать. Вӗсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса, кашнин ятне астуса тӑрать. Ҫуллахи вӑхӑтра вара унӑн ҫурчӗ ача-пӑча сассипе тулать. Ҫӗнтерӳ кунӗ вӗсен ҫемйинче чи пӗлтерӗшлӗ те сумлӑ уяв шутланать. 

Йӗпреҫ тӑрӑхӗ тухтӑрсен 9-мӗш округӗ пулчӗ. Ҫу уйӑхӗччен вара вӗсем республикӑри кашни ветеран патне ҫитес тӗллевлӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин