Акцин тӗп тӗллевӗ - предприяти-организацисенче ӗҫлекенсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма, сывлӑхне упрама пулӑшасси, ӗҫре суранланакансен шутне чакарасси.
Республикӑри медицина учрежденийӗсем акцие хутшӑнакансем валли тӗрлӗ станци йӗркеленӗ. Кунта юн пусӑмне тӗрӗслеме, кӗлетке ҫӳллӗшпе йывӑрӑшне пӗлме, анкетӑри ыйтусене хуравласа сывлӑх мӗнле пулнине хаклама май пулчӗ. Ҫавӑн пекех тухтӑрсем кашнинех сӗнӳ-канаш пачӗҫ.
Ӗҫ вӑхӑтӗнче суранлансан е ҫын хӑйне япӑх туйсан пӗрремӗш пулӑшу мӗнле памаллине тухтӑрсем манекенсем ҫинче кӑтартса пачӗҫ. Пухӑннисем ҫавӑн пекех васкавлӑ медицина машинин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма пултарчӗҫ.
Республикӑри наркологи диспансерӗнчи тухтӑрсем эрех-сӑра, пирус сиенӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Ятарлӑ хатӗрпе кӑмӑл тӑвакансенне ӳпки мӗнле ӗҫленине тӗрӗслерӗҫ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров