Республикӑра вакцинаци тӑвакансен йышӗ ӳснӗ

Чӑваш Ен иккӗмӗш эрне ҫӗнӗ чару йӗркипе пурӑнать. Куар-кодсӑр е сывӑ пулнине ӗнентерекен справкӑсӑр кафе-ресторана, театрсемпе кинотеатрсене кӗртмеҫҫӗ. Халӑхпа ӗҫлекенсен ковидран хӳтӗленмелле. 

Борис Тимофеев кӑҫал пуш уйӑхӗнче коронавирусран прививка тутарнӑ. Ҫур ҫул иртсен тухтӑр сӗнӗвӗпе вӑл тепре вакцинациленме шутланӑ. Ҫак тапхӑрта ковидпа чирлеменни пирки каларӗ арҫын. Сӑмах май, халь больницӑра ревакцинацие килекен йышлӑ. Пӗрремӗш хут вӗсене икӗ компонентлӑ "ГамКовидВакпа" хӳтӗленӗ пулсан халь пӗр компонентлӑ "Спутник лайт" тӑваҫҫӗ. 2 эрне каялла поликлиникӑра кунсерен 40-45 ҫын прививка тутарнӑ пулсан, халь 2 хут ҫурӑ ытларах. 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов