Уйӑх тӑршӗппех тухтӑрсем куҫса ҫӳрекен флюорографсемпе тӗрлӗ вырӑна ҫитеҫҫӗ. Хальхинче кустӑрма ҫинчи лаборатори "Элара" предприятире чарӑнчӗ. Кунта тӑрӑшакансем ӳпкине тӳлевсӗр тӗрӗслеттерме пултарчӗҫ. Ҫакӑнпа пӗрлех черетлӗ диспансеризаци те тухрӗҫ. Анализсене пациентсем больницӑсенче параҫҫӗ, производство лаптӑкӗнче вара кирек хӑш вӑхӑтра та медицина автобусӗпе усӑ курса кӑкӑр шӑммин органӗсене тӗрӗслеттереҫҫӗ.
Тӗрӗслев кӑтартӑвӗсене опытлӑ лаборантсемпе фтизиатрсем хаклаҫҫӗ. "Шурӑ чечек" акципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри пур медицина учрежденийӗнче те флюорографи тухма пулать. Республикӑри туберкулеза хирӗҫ кӗрешекен диспансерта ҫак уйӑхӑн 29-мӗшӗнче, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 12-мӗшӗнче тата 19-мӗшӗнче "Уҫӑ алӑк" кунӗсем иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех фтизиатрсем наука конференцине ирттерӗҫ, ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетӗҫ.
Унсӑр пуҫне тухтӑрсем кӑмӑл тӑвакансене флешмоба хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Социаллӑ сетьсенче ӳпкене рентгенпа ӳкерсе илнине вырнаҫтармалла.
Диана Иванова, Татьяна Иванова, Михаил Солин