Муркаш поликлиникин икӗ хутлӑ корпусӗ тултан кӑна мар, шалтан та йӑлт улшӑннӑ. 1981-мӗш ҫулта хут янӑ ҫурта пуҫласа тӗплӗ юсанӑ. Больницӑра 30 пин ҫын, вӑл шутра 5 пин ачан сывлӑхне асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Пӗчӗк пациентсем валли пӗрремӗш хутра ятарлӑ уйрӑм йӗркеленӗ.
Аслисем валли кӗрсе тухмалли уйрӑм алӑк. Пырса кӗрсен тӳрех ҫӗнӗ регистратурӑна лекетӗн. Унчченхи вырӑнӗнче хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм тунӑ. Картотека валли те пысӑк кабинет уйӑрнӑ. Коридорсем ҫутӑ та анлӑ. Ирхине поликлиникӑра яланах ҫын нумай - халӗ ҫакӑ пысӑк чӑрмав мар.
Мария Васильева терапевт ку больницӑра 2016-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Муркаша вӑл "Земство тухтӑрӗ" программӑпа килӗшӳллӗн килнӗ. Ӗҫ пӳлӗмӗнче чирлисене йышӑнма веҫех пур: паха ҫутӑ, дезинфекци тумалли кварц лампи, вӗри шыв. Диспансеризаци тухнӑ вӑхӑтра хӗрарӑмсен маммографи тумалла. Унччен ҫак тӗпчеве ирттерме Шупашкара каймалла пулнӑ. Халӗ Муркашрах май пур. Поликлиникӑрах диагностика уйрӑмӗ те ӗҫлет. Унта эндоскопи тӗпчевӗсем ирттереҫҫӗ. Пӗр сменӑра тухтӑрсем 600 яхӑн ҫынна йышӑнаҫҫӗ. Сиплев учрежденийӗнче пурӗ 30 специалист ӗҫлет. Анчах та вӗсем хальлӗхе пурте пӗр ҫуртра мар. Ҫавӑнпа ҫӗнӗ поликлиника кирлех, теҫҫӗ муркашсем. Ӑна патшалӑх программипе кӑҫал тума пуҫласшӑн.
Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Святослав Петров