Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн стационарӗ талӑкӗпе ӗҫлет. Клиника пӗлтерӗшлӗ травматалоги центрӗ шутланать. Ҫавӑнпа реанимаци уйрӑмӗ те кунта хальхи вӑхӑт ыйтнине туллин тивӗҫтермелле. Нумай пулмасть ӑна тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫнӑ. Халӗ кунта йывӑр чирлӗ пациентсене сиплеме пӗтӗм май пур. Урайне кӑна мар, маччапа стенасене те ҫӑмӑллӑнах антисептиксемпе тасатма пулать. Пациентсен койкисене те кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.
Кунта вентиляци тытӑмӗ те урӑхла. Палатӑсемпе коридорсенче - уйрӑм, ординаторсен пӳлӗмӗпе медицина кабинечӗсенче - тепӗр тытӑм. Кунта сывлӑш таса, ятарлӑ микроклимат тӑрать, вӑл е ку инфекци аталанас хӑрушлӑх ҫук. Унсӑр пуҫне реанимци уйрӑмӗнче электричество тытӑмӗ те ҫӗнӗ.
Ҫавӑн пекех 14 сӑнав камери вырнаҫтарнӑ, ҫавна май медицина сестрин постӗнче талӑкӗпех асӑрхаса тӑма пултараҫҫӗ. Халӗ реанимаци уйрӑмӗ санитари нормисене пӗтӗмпех тивӗҫтерет.
Диана Иванова, Татьяна Иванова, Михаил Солин