Чире хирӗҫ тухӑҫлӑ кӗрешеҫҫӗ пулин те, вӑл парӑнасшӑн мар

Эпидеми лару-тарӑвӗ ҫивӗчленнӗ май, тухтӑрсен ӗҫӗ йывӑрланса пырать. Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа паянхи кунччен коронавируспа чирлекенсене сыватаҫҫӗ.

Тухтӑрсен ӳте сывлаттарман ҫи-пуҫ тӑхӑнса ӗҫлеме тивет. Вӗсем - корнавируспа чирлекенсене сыватакансем, профессие чунпа парӑннӑскерсем. Нина Сидорова гериаторта 30-мӗш ҫул тӑрӑшать. Ҫак тапхӑрта темӗн те курнӑ, тет. Анчах коронавирус пандемийӗ пек нимӗн те шиклентермен ӑна. Тухтӑрсен сӑмахӗпе, халь ковидпа ҫамрӑксем нумаййӑн аптраҫҫӗ. 

 


 Алёна Артёмкина, Анна Давыдова, Виктор Степанов