Чӑваш Енре мӗн пур ҫӗршыври пекех халӑха ковид-19 вирусран хӳтӗлекен вакцинӑпа тивӗҫтерме пуҫланӑ

Ку ӗҫ-пуҫа мӗнле йӗркелессине Правительство канашлӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.

Прививка тӑвас кӑмӑллисем вырӑнти поликлиника регистратуринче, участокри врач патӗнче заявка хӑварма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 122 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма юрать. Прививкӑна ҫавӑн пекех патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗ урлӑ ҫырӑнма май пур. Аса илтеретпӗр, эмелпе чи малтан тухтӑрсене, вӗрентекенсене тата социаллӑ тытӑмра тӑрӑшакансене тивӗҫтернӗ. Кӑҫалтан прививка тӑвакансен ҫулне ӳстернӗ. Малашне 60 ҫултан аслӑраххисем те вирусран хӳтӗленме пултараҫҫӗ. 

 

Владимир Тимофеев, Екатерина Данилова