Поликлиникӑра - сывӑ ача кунӗ. Ирина Чернова Марьяна хӗрӗпе килнӗ. Черетлӗ прививка тутарма вӑхӑт. - Пӗрне те сиктерместпӗр, - тет Ирина. Ытти тӑватӑ ачин сывлӑхне те вӑл асӑрхасах тӑрать.
Хаяр амакран сыхланма пулӑшакан эмелсене паян кӑна шутласа кӑларман. Вӗсен уссине тахҫанах ҫирӗплетнӗ. Вакцинаци хӑй вӑхӑтӗнче шатра, коклюш, хӗрлӗхен тата ытти чирсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Ҫапах ҫак меслете сивлекенсем халӗ те пур. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула ачине прививка тутарма килӗшмест. Тухтӑрсем вӗсемпе калаҫусем ирттереҫҫӗ, ку сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулма пултарнине ӑнлантараҫҫӗ. Сӑмахран, вакцинӑпа хӳтӗленмен столбняк чирне пуҫаракан бактерие ҫаклатнӑ ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварма йывӑр пулать, - теҫҫӗ вӗсем.
Прививкӑсен наци календарӗпе килӗшӳллӗн ачасене 12 инфекцирен вакцинӑпа хӳтӗлеҫҫӗ. Ытларахӑшне ҫулталӑк тултариччен тӑваҫҫӗ. Каярах садикре, шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра иммунитета ҫирӗплетмелле.
Екатерина Фомина, Татьяна Иванова, Михаил Солин