Кӑҫалхи хӗл ҫемҫе пулни автоҫулсене те витӗм кӳнӗ

Сывлӑш температури выляса тӑнӑран вӗсем самай шӑтӑк-путӑкланнӑ, палӑртаҫҫӗ специалистсем. Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе подряд организацийӗсем халӗ ҫулсене йӗркене кӗртессипе тимлеҫҫӗ. 

Ҫанталӑк ырӑ тӑнӑран, асфальта саплама подряд организацийӗсем мӗн пур рабочипе техникӑна явӑҫтарнӑ. Паянхи куна 20 пине яхӑн тӑваткал метр юсанӑ. Уйрӑмах федераци тата республика пӗлтерӗшлӗ ҫулсене тимлӗх. Ҫавӑн пекех асфальтпа бетон кӑларакан заводсене кирлӗ материалпа вӑхӑтра тивӗҫтерсе тӑма хушнӑ. 

Хальхи вӑхӑтра "Воддорстрой" пӗрлешӳ, сӑмахран, "Вятка" ҫул ҫинче тӑрӑшать. Рабочисем Кӳкеҫпе Тутаркасси хушшинчи лаптӑка йӗркене кӗртеҫҫӗ. Предприяти ку эрнере юсав ӗҫне харӑсах виҫӗ автотрасса ҫинче пуҫланӑ. Шупашкар - Сӑр ҫул ҫинче 2000 пин тӑватакал метр саплама ӗлкӗрнӗ. Магистральсене майласа пӗтерсен тӗп хулана куҫаҫҫӗ. 

Специалистсем йывӑрлӑхсем пуррине те пытармаҫҫӗ. Ҫанталӑк ырӑ тӑрать пулин те, ҫӗр ҫав-ҫавах типсе ҫитмен. Асфальт ҫине лекекен нӳрӗк пӗр шӑннипе, тепре ирӗлнипе хытӑ сийе малалла ҫӗмӗрет. Урӑхла каласан, пӗр ҫӗрте сапланӑ вӑхӑтра тепӗр ҫӗрте ҫурӑк пулма пултарать. Ҫапах та ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем планпа килӗшӳллӗн - ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ҫулсене нормӑна кӗртсе ҫитерме шантараҫҫӗ. 

Леонид Петров, Михаил Солин