Пӗринчен тепри илемлӗ те ҫаврӑнӑҫуллӑ

Шупашкарти маунтинбайк центрне фитнес-аэробикӑна кӑмӑллакансем пухӑнчӗҫ. Кунта харӑсах темиҫе ӑмӑрту иртрӗ. 

Ӑмӑрту лапамӗнче хаваслӑ та хавхалануллӑ кӑмӑл хуҫаланать. Кунта пӗр-пӗринчен вӗренеҫҫӗ, туслашаҫҫӗ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Фитнес-аэробикӑна килӗштерекенсен йышӗ республикӑра пысӑк. 12 пин ытла ҫын ҫак спорт енӗпе аталанать. Ӑсталӑхне вӗсем тӑтӑшах ӑмӑртусенче туптаҫҫӗ. Хальхинче те тӑрӑшса хатӗрленнӗ. Хусканусене кӗвӗ ҫеммипе тӑваҫҫӗ, ҫи-пуҫӗ те килӗшӳллӗ. 

Пӗчченшерӗн, икшерӗн, ушкӑнпа та ӑмӑртрӗҫ спортсменсем. Хӑйсен пултарулӑхне вӗсем степ-аэробика, ташӑ аэробики, хип-хоп дисциплинӑсенче кӑтартрӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хамӑр республикӑри ял-хуласенчен кӑна мар, Чулхула, Киров, Йошкар-Ола хулисенчен те килнӗ. Спортпа пултарулӑха пӗрлештерекен фитнес-аэробикӑна тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем килӗштереҫҫӗ. 60 ҫултан аслӑраххисем те хаваспах ҫӳреҫҫӗ унта. 

Елена Ефимова Кӳкеҫри "Бодрость" ушкӑна ҫӳрет. Хастарсем акробатика рок-н-ролӗн фестивалӗнче хӑйсемпе паллаштарчӗҫ - бронза медале тивӗҫрӗҫ. "Промтрактор" завод ветеранӗсем вара виҫӗ дисциплинӑра пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Виҫҫӗшӗнче те пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. 

Республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн ертӳҫи Оксана Вербина палӑртнӑ тӑрӑх, ветерансен ушкӑнӗсем 7 ҫул каялла йӗркеленнӗ. - Маларах вӗсем сцена ҫине тухма вӑтанатчӗҫ, хӑратчӗҫ, халӗ вара ыттисемшӗн - тӗслӗх, хӑйсене хӑюллӑ тытаҫҫӗ, - тет Оксана Юрьевна. Фитнес-аэробика сывлӑхӗ тӗлӗшӗнчен хавшак ачасемшӗн те усӑллӑ. Тӗрлӗ хускану туни ал-урана, ҫан-ҫурӑма ҫирӗплетме пулӑшать. Фитнес-аэробика уявӗ Маунтинбайк центрӗнче мӗн каҫченех пычӗ. Парнесӗр никам та юлмарӗ.

 

Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов