Чӑваш наци кӗрешӗвӗ - чӗлхе пекех, халӑх хӑйнеевӗрлӗхне сӑнлакан пӗлтерӗшлӗ пайсенчен пӗри. Несӗлсенчен ламран - лама куҫса пыракан тупӑшу тӗсӗ хальхи вӑхӑтра хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи халӑхсене пӗрлештерме пулӑшать. Ҫакна республикӑра иртнӗ наци кӗрешӗвӗсен тӗнчери вӑййисем те ҫирӗплетрӗҫ. Икӗ ҫул каялла пулнӑ сумлӑ пулӑм хыҫҫӑн ҫак спорт тӗсӗ уйрӑмах аталанма пуҫларӗ. Чӑваш Енре тренерсене вӗрентме тытӑнчӗҫ, кӗрешӳ центрне уҫрӗҫ. Ятарлӑ шкулсем халӗ тӗп хулапа пӗрлех районсенче те пур. Ҫавна май ҫамрӑксем те ытларах кӑсӑкланаҫҫӗ.
Тупӑшӑва 250 ытла кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ. Вӗсем 27 виҫе категорийӗнче вӑй виҫрӗҫ. Республика шайӗнчи ӑмӑртӑва лекиччен атлетсем Патӑрьелпе Етӗрнере иртнӗ суйлав тапхӑрӗ витӗр тухнӑ. Чылайӑшӗ пысӑк опытлӑскерсем - пӗрре мар сумлӑ турнирсенче пиҫӗхнӗ.
Аса илтеретпӗр, Наци кӗрешӗвӗсен тӗнчери иккӗмӗш вӑййисем Шупашкарта кӑҫал юпа уйӑхӗнче иртӗҫ. Унта Раҫҫейсӗр пуҫне тата 8 ҫӗршывран 6 пин ытла спортсмен хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ. Республикӑри спортсменсем те тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура Чӑваш Ен ятне ҫӳле ҫӗлес тесе пӗтӗм вӑя хума шантарчӗҫ. Кӗрешӳ чемпионачӗпе первенствин пӗтӗмлетӗвӗпе вара ҫӗнтерӳҫӗ ята Патӑрьел спортсменӗсен ушкӑнӗсем тивӗҫрӗҫ.
Леонид Петров, Святослав Петров