Наци библиотекинче велосипед юхӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Пухӑннисене ятарлӑ программӑпа паллаштарчӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн велосипед ҫулӗсем Шупашкарта ҫеҫ мар, ытти ял-хулара та тӑвасшӑн. 

Велоюхӑма аталантарас ыйтупа йӗркеленӗ пухӑва хӗлле ирттернин хӑйнеевӗрлӗ кӑсӑклӑхӗ те пур. Ик урапаллӑ транспортпа хӗлӗн-ҫӑвӗн усӑ курмалла тӑвас тӗллевлӗ программӑна хатӗрлекенсем. Акӑ, спортсменсем те тӗл пулӑва хӑйсен "урхамахӗсемпех" ҫитнӗ. Тепӗр тесен юлашки вӑхӑтра ятарлӑ службӑсем те велосипед ҫине куҫса лараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хула варринчи ҫулсемпе ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар хастарсем. Ытти микрорайонта та хӑтлӑ майсем тумалла, теҫҫӗ вӗсем. Проект авторӗ Сергей Федоров ку сӗнӳпе килӗшрӗ. Вӑл хӑй те нумаях пулмасть икӗ урапаллӑ урхамахпа усӑ курма пуҫланӑ. Ҫакӑн лайӑх енӗсене тӳрех туйса илнӗ вӑл: ӳт-пӳ ҫирӗпленнисӗр пуҫне, кӑмӑл-туйӑм та ҫӗкленет, тет. 

Хӑйсен шухӑшне хастарсем влаҫсем патне пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ку енӗпе республикӑри "Хӗвеллӗ кустӑрмасем" пӗрлӗх ҫине тӑрса ӗҫлет. Велочупусем тӗп хулара ҫеҫ мар, районсенче те йӗркелет. Пӗтӗмпех хӑйсен вӑйӑпе. 

Программӑна пурнӑҫа кӗртессине виҫӗ тапхӑра пайланӑ. Тӗп хулана ҫеҫ мар, Шупашкар агломерацине те велосипед ҫулӗсемпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫапах та калӑпӑшлӑ ӗҫе пурнӑҫа кӗртиччен, вак-тӗвек ыйтусене татса парсан тем пекех. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр ҫӗрте велосипедпа ҫӳреме хӗн - ҫӳллӗ бордюрсем чӑрмантараҫҫӗ. Сӗнӳсене йӑлтах шута илме шантарчӗ проект ертӳҫи Сергей Федоров. Ҫитес вӑхӑтра тепӗр тӗл пулу та йӗркелесшӗн. Паллах, унта вырӑнти влаҫсене те кӗтеҫҫӗ.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров