Чӑваш Енри "Зов Предков РМ" ҫӗршыври чи хӑвӑрт лашасенчен пӗри пулнине ҫирӗплетнӗ

Ку ӑмӑрту сезонне вӑл сумлӑ ҫитӗнӳсемпе вӗҫленӗ. Мускаври ипподромра иртнӗ Раҫҫейри юртӑ лашасен тӗп чупӑвӗнче финала тухнӑ, Чӗмпӗр облаҫӗпе Татарстанри ӑмӑртусенче вара ӑна ҫитекенни пулман.

Чӑваш ҫӗрӗ ҫинчи чи хӑвӑрт урхамаха республикӑри лаша спорчӗн шкулӗн директорӗ, пурнӑҫне ашшӗн ӗҫне тӑсассине халалланӑ Валерий Краснов ҫитӗнӳсем тума пулӑшать. Вӑлах ӑмӑртусенче тилхепене тытса пырать. Кун пек урхамахсем сайра пулаҫҫӗ, тет Валерий Краснов. 

Ирина Николаева, Михаил Солин