Ялти пурнӑҫ шайӗ ӳссе кӑна пымалла

Ҫак кунсенче Чӑваш Енпе Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен союзӗ пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫакӑ Тӑвай тӑрӑхӗнче иккӗмӗш хут иртнӗ агрослетра пулчӗ. Унта кӑҫал тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекен 1500 ытла хастар пухӑнчӗ. 

Пысӑк йыша тӑвайсем палаткӑсен лагерӗнче кӗтсе илсе вырнаҫтарчӗҫ. 3 куна пынӑ слета педагогсем, тухтӑрсем, агропромышленноҫ комплексӗнче, культурӑра тӑрӑшакансем килсе ҫитнӗ. Хӑнасен кунта ирттернӗ кашни саманчӗ усӑллӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ йӗркелӳҫӗсем. Ҫавна май анлӑ программа хатӗрленӗ. Ял пуласлӑхӗшӗн ҫине тӑракансем тӗрлӗ спорт вӑййинче тупӑшрӗҫ, ӑсталӑх урокӗсене, тренингсене хутшӑнчӗҫ, пӗрлехи пысӑк канашлура тӑван тӑрӑхне аталантарас енӗпе хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртрӗҫ. Слётӑн тӗп вырӑнӗ "Пулас ял ҫамрӑксен куҫӗпе" калаҫу лапамӗ пулса тӑчӗ. Вӑл 250 ҫынна пуҫтарчӗ. Пухӑннисемпе регион ертӳҫи Олег Николаев, Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн союзӗнчен килнисем, министрсем канашларӗҫ. Слета республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен хӑйсене хумхантаракан ыйтусемпе, аталану проекчӗсемпе килнисем правительство пайташӗсемпе уҫҫӑн калаҫма пултарчӗҫ. 

"Ырӑ пуҫарӑва майӗпен йӑлана кӗртсе, унӑн шайне, пӗлтерӗшне ӳстерсе пыратпӑр. Ял пурнӑҫӗ хуларинчен улшӑнса ан тӑтӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Пӗрлехи кашни шухӑша, проекта сире пурне те явӑҫтарас килет", - палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 

Алиса Александрова, Венера Енейкина, Святослав Петров