Наукӑна тӗпе хунӑ ял хуҫалӑхӗ

Выльӑх йышне мӗнле майпа хӑвӑрт ҫӗнетме пулать? Ӗнене паспорт мӗн тума кирлӗ? Ҫак ыйтусене республикӑри выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем семинарта сӳтсе яврӗҫ. Ӑна ял хуҫалӑх министерстви Шупашкар районӗнчи "Чебомилк" пӗрлешӳре йӗркелерӗ. 

Пӗлӗве пуянлатас тӗллевпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем Шупашкар районне республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫитнӗ. Чулхула, Мари Эл, Перьм тӑрӑхӗнчи ӗҫтешӗсем те семинара хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. "Пирӗнтен вӗренмелли пур, хуҫалӑхсем ҫӗнӗ технологисене алла илсе пыраҫҫӗ", - теҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. "Чебомилк" пӗрлешӳ ку енӗпе тӗллевлӗ ӗҫлет. Ахальтен мар семинара ҫакӑнта пухӑнас тенӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх пуҫне кунта 2 пин те 400-е ҫитернӗ. Сӑвакан ӗнесем - пин те 740. Ӑратлӑ выльӑха хуҫалӑх малтан урӑх тӑрӑхран кӳрсе килнӗ пулсан, халӗ хӑйсен вӑйӗпех ҫӗнетме пултарать. 

Екатерина Фомина, Михаил Солин