Ҫитӗнӳ вӑрттӑнлӑхӗ - ҫӗнӗ технологисенче

Шупашкар районӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсен Раҫҫейри семинарӗ иртрӗ.

Семинара тӗрлӗ тӑрӑхран ҫитнӗ хӑнасене "Чебомилк" пӗрлешӳре кӗтсе илчӗҫ. Ку хуҫалӑх республикӑра пур енӗпе те малта пырать. Сӑвӑм Чӑваш Енри вӑтам кӑтартуран самай пысӑкрах. Ҫитӗнӳ вӑрттӑнлӑхӗ ҫӗнӗ технологисем усӑ курнинче,  теҫҫӗ кунта. Ӑратлӑ выльӑхпа ӗҫлени те тухӑҫлӑха ӳстерет. Пӗлтӗр хуҫалӑх эмбриологи центрӗ хута янӑ.  


Екатерина Фомина