Шыва кӗме кайнӑ та - текех килне таврӑнман

Республикӑра шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланман та, пӑтӑрмахсем вара халех пур. Пысӑк инкек ҫак кунсенче Канаш тӑрӑхӗнче сиксе тухрӗ. Юханшывра 8-9 ҫулхи 3 хӗрача пурнӑҫӗ татӑлчӗ. Ҫавӑнпа чрезвычайлӑ лару-тӑру тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫитӗннисене тепӗр хут ҫирӗп асӑрхаттараҫҫӗ: ачасене шыв хӗррине пӗччен яма юрамасть, вӗсем ишме пӗлеҫҫӗ пулсан та. Канаш тӑрӑхӗнчи инкек тӗлӗшпе вара прокуратура уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. 

Инкек Шӑхасан ҫывӑхӗнчи юханшывра пулнӑ. Хӗрачасем кунти шкулта иккӗмӗш класра вӗреннӗ. Кӑнтӑрла вӗсем шыва кӗме шутланӑ. Анчах вӑл вырӑна ятарласа йӗркелемен пулнӑ. Унсӑр пуҫне унта юхӑм та вӑйлӑ. Хӗрачасене тӗттӗмре хунарсемпе таҫта та шыранӑ: юнашар ялсенче, ҫырмара, вӑрман-масар ҫывӑхӗнче... Вӗсен кӗлеткисене ҫурҫӗр иртсен тупнӑ. 

3 хӗрачана асӑнса Шӑхасанта мемориал йӗркеленӗ. Ҫынсем кунта теттесемпе чечексем илсе килеҫҫӗ, ҫурта ҫутаҫҫӗ. Инкек сӑлтавне Следстви комитетӗнчи специалистсем тӗпчеҫҫӗ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 126 шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑн. Вӗсенчен 16-шӗ - Канаш тӑрӑхӗнче. Ҫак эрнере шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланать. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсем республикӑра пурӑнакансене ятарлӑ вырӑнсемпе кӑна усӑ курма сӗнеҫҫӗ. 

Пӗлтӗр республикӑра 4 ача путса вилнӗ. Ачасене инкекрен сыхласси - аслисен яваплӑхӗ. Енчен те пӑтӑрмах сиксе тухсан, тӳрех 112 е 101 номерсемпе шӑнкӑравламаллине аса илтереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем. 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров, Татьяна Иванова, Святослав Петров