Республикӑра ҫамрӑк лидерсен конкурсӗ иртет

Ӑна регион ертӳҫи Олег Николаев сӗнӗвӗпе пуҫарнӑ. Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкар филиалӗнче ҫурма финал иртрӗ.

Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗнче республикӑри чи пуҫаруллӑ ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ. Пурте вӗсем - конкурсӑн малтанхи тапхӑрӗсен ҫӗнтерӳҫисем. Пӗтӗмпе вара тупӑшӑва 1579 ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Малтан вӗсем тест витӗр тухнӑ. Ӑна эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе инҫет мелӗпе ирттернӗ. Ҫурма финала чи маттуррисем кӑна лекнӗ. Пӗтӗмпе 93 ҫын. 

 

Елена Дмитриева, Анжелика Артемьева, Вадим Владимиров