Яманаксем хӗрӳ вырӑнти салтаксене пулӑшаҫҫӗ

Трак тӑрӑхӗнчи Яманак ялӗнчи хастарсем шлем ҫине тӑхӑнмалли 80 ытла хӳтӗлев хатӗрӗ ҫӗленӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе вӗсем уйӑх каялла пуҫӑннӑ. 

Салтаксене пулӑшас тӗллев малтанах вырӑнти библиотекарӗн ҫуралнӑ, вӑл ыттисене те хавхалантарнӑ. Вулавӑшра ырӑ чунлӑ ҫынсем кашни кун тенӗ пекех пухӑнаҫҫӗ. Паянхи куна хӗрӳ вырӑна шлем ҫине тӑхӑнмалли 50 ытла хатӗр ӑсатнӑ. Халӗ ҫӗнӗ парти хатӗрлеҫҫӗ. Яманаксене Ешкилт тата Ҫирӗклӗ ялӗсенче пурӑнакансем те пулӑшаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри маскировка хатӗрне килӗнче ӑсталать те вулавӑша илсе пырать. Материалпа муниципалитет тивӗҫтерет. Ял ҫыннисем те час-часах укҫа пухса мӗн кирлине хӑйсемех туянаҫҫӗ. 

Вероника Павлова