Ял ҫыннисемшӗн пӗлтерӗшлӗ сервис

Республикӑри чылай лавккара ҫӗнӗлӗх вӑй илнӗ - карттӑри укҫапа кассӑран хут укҫа илме пулать. Ҫакӑ, паллах, ялсенче пурӑнакансемшӗн уйрӑмах меллӗ пулмалла. Сервис мӗнле ӗҫленине эпир те хаклама пултартӑмӑр. 

Ҫӗнӗлӗх уйрӑмах аякри тата сахал ҫын пурӑнакан ялсемшӗн пӗлтерӗшлӗ. Вӗсенче банкоматсем ҫук - кирлӗ вӑхӑтра чӗрӗ укҫа кӑлараймӑн. Халӗ вара лавккасенче ҫакӑн пек май пулни халӑхшӑн ҫӑмӑллӑх. Чӑн та, ҫӗнӗлӗхпе мӗн те пулин туянсан кӑна усӑ курма пулать. Кун пирки маларах сутуҫӑна пӗлтермелле.

Карттӑран вара туяннӑ таварсен хакӗ тата алла илекен укҫа сумми куҫать. Уйӑхне ҫапла майпа карттӑран 30 пин тенкӗ таран кӑларма юрать, анчах та кунне 5 пин тенкӗрен ытла мар. Суту-илӳ организацийӗсем ҫакӑншӑн комисси илмеҫҫӗ. Ҫапах та карттӑна кӑларнӑ банкӑн тарифне шута илмелле. Тӗплӗнрех кун пирки кредит пӗрлешӗвӗнче ыйтса пӗлмелле е банкӑн хӗрӳ линине шӑнкӑравламалла.

Паянхи куна ҫак сервиспа республикӑри ялсенчи 156 лавккара усӑ кураяҫҫӗ. Пӗтӗмпе вара Чӑваш Енри 370 суту-илӳ организацинче кассӑран "чӗрӗ" укҫа илме пулать. 

Диана Иванова, Виктор Степанов