Вулакан, куракан, итлекен патне чи малтан пӗлтерӗшлӗ те тӗрӗс информацие илсе ҫитерекенсен уявӗ

Республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем Раҫҫей тата Чӑваш Пичечӗн кунӗсене паллӑ турӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе чи маттуррисене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗҫ. Уяв Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче иртрӗ.

Уява пухӑннисене чи малтанах Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӳрӗ кӑмӑлпа яваплӑ ӗҫшӗн тав туса саламларӗ. Чӑваш журналистикинче кӑҫал сумлӑ юбилей сахал мар. Наци пичечӗн пирвайхи кӑларӑмӗ "Хыпар" хаҫат тухма пуҫланӑранпа 115 ҫул ҫитет. Ҫавӑн пекех унӑн пысӑк йышӗнчи "Тантӑш" ача-пӑча кӑларӑмӗпе "Тӑван Атӑл" журнал 90 ҫул тултарать. Комсомольски, Патӑрьел, Канаш, Куславкка, Вӑрмар, Пӑрачкав район хаҫачӗсен те кӑҫал ҫавра ҫул. "Хресчен сасси" - 30, "Вакыт" хаҫат - 25 тултарать. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫак ҫул. Республикӑра телекурав 60-мӗш ҫул, радиохыпарлав 95-мӗш ҫул ӗҫлет. Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ журналистикӑра нумай ҫул тӑрӑшакан, пултаруллӑ та хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ калем ӑстисене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗҫ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов, Игорь Ульянов