"Воин" центрти инструкторсем ҫамрӑксене ҫар ӗҫне хӑнӑхтараҫҫӗ

Ҫамрӑк ӑру тӑван ҫӗре юраттӑр, кирлӗ пулсан ӑна хӳтӗлеме пултартӑр. Яшсене ҫарпа спорт енӗпе хатӗрлекен "Воин" центр Раҫҫейӗн 21 регионӗнче ӗҫлет. Паянхи кун тӗлне унта ҫӗршыври 55 пин ытла курсант пӗлӳ илнӗ. Центрӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтӗр уҫӑлнӑ. 

"Воин" центр инструкторӗсенчен кашниех тӗрлӗ тапхӑрти хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне хӑйсен пӗлӗвне, ӑсталӑхне Мускаври курссенче тарӑнлатнӑ. Алӑра пӑшал тытма пӗлни, хул-ҫурӑма ҫирӗплетни, пӗр шухӑшлӑ юлташсем тупни малалла ҫар е спорт енӗпе вӗренме палӑртакансемшӗн уйрӑмах кирлӗ. Пӗлтӗр "Воин" центр инструкторӗсем 17 вӗренӳ учрежденийӗнчи 1500 ачана тӗрлӗ ӑсталӑха вӗрентнӗ. Кӑҫал курсантсен шучӗ 2 пине ҫывхарнӑ. Ҫуллахи тапхӑрта кану лагерӗсенче ку енӗпе ятарлӑ сменӑсем ӗҫлӗҫ. Шупашкарти транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ те иртнӗ ҫултанпа "Воин" центрпа тачӑ ҫыхӑнура. Студентсем халӗ алла илекен тӗрлӗ хӑнӑху пурнӑҫра яланах кирлӗ пуласса палӑртаҫҫӗ. 

Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе усӑ курма пӗлни те паянхи пурнӑҫра ытлашши мар. Унпа кино ӳкерме те, геодези тӗпчевӗсем тума та, ҫӑлавпа шырав службинче те, пушар сӳнтерессинче те, ял хуҫалӑхӗнче те анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Инструкторсем ҫарта, хирӗҫтӑрусем пыракан вырӑнта дронсемпе мӗнле ӗҫленине ӑнлантараҫҫӗ. Алӑра пӑшал тыткалама хӑнӑхни те пулас салтаксене кирлех. 

Ҫитес ҫул "Воин" центр хӑйсем патӗнче пӗлӳ илес текенсен йышне 3 пине ҫитерес тӗллевлӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров