Улатӑрпа Канаш ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ турӗҫ

Иртнӗ ҫулсенче пандемине пула уявсене анлӑ ирттерме май килмен, кӑҫал вара йӗркелӳҫӗсем пуян программа хатӗрленӗ. 

Иртнӗ шӑматкун пысӑк уяв харӑсах икӗ хулара кӗрлерӗ. Улатӑр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 470-мӗш, Канаш 97-мӗш ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ турӗҫ. Икӗ муниципалитетра та вырӑнти халӑха тата инҫетрен ҫитнӗ хӑнасене пуян та кӑсӑклӑ программӑпа савӑнтарчӗҫ. Улатӑрта уяв вырӑс халӑх культурин фестивалӗнчен пуҫланчӗ. Культура керменӗ умӗнчи тӳремре ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пуҫтарӑннисене савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ. Уяв ячӗпе улатӑрсене саламлама Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитрӗ. 

Канашра та уяв ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ культурӑпа кану паркӗнче халӑха пуҫтарчӗ. Сӑмах май, ку вырӑна наци проекчӗпе килӗшӳллӗн нумай пулмасть тирпей-илем кӗртнӗ. Паркра вӑхӑта кӑмӑллӑ ирттерме пӗтӗмпех пур: пысӑк сцена, скейт-парк, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерекен ача-пӑча площадкисем, кафесемпе аттракционсем. Хула кунӗнче вара кунта куравсем, ӑсталӑх лаҫҫисемпе суту-илӳ лапамӗсем ӗҫлерӗҫ. 

Елена Дмитриева, Георгий Кривошеин