Турхан - чӗре варринче

Патӑрьел районӗнчи Турханта Алексей Кокель ячӗллӗ Халӑхсем хушшинчи 15-мӗш пленэр уҫӑлчӗ. Хальхинче унта Мускавран, Питӗртен, Саранскран, Беларуҫрен 14 ӳнерҫӗ хутшӑнать.

Кӑҫалхи пленэра йӗркелӳҫӗсем Илья Репин ҫуралнӑ кун уҫма йышӑннӑ: вӑл Алексей Кокелӗн вӗрентекенӗ пулнӑ. Владимир Васильев пуҫарнипе 2007-мӗш ҫулта чӑвашсен пӗрремӗш профессиллӗ художникӗн тӑван ялӗнче тӗрлӗ халӑх ӳнерҫисем чи малтан пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, икӗ сӑрӑ ӑстин шӑпине ҫулсем иртсен тепӗр хут ҫыхӑнтарса, Турхантан тӳрех Репин ячӗллӗ пленэра тухса кайнӑ. Унтанпа хӑнасене тарават Патӑрьел ҫӗрӗ портретпа пейзаж маҫтӑрӗсене 15-мӗш хут ҫывӑх хурӑнташ пек кӗтсе илет. Алексей Кокелӗн тӑван килӗ, пуянлансах пыракан музейӗ, картина галерейи туристсемшӗн илӗртӳллӗ вырӑн пулса тӑма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков