Тӗп тивӗҫӗ - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, вӗсен ҫемйисене пулӑшасси

Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшакан "Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" патшалӑх фончӗ йӗркеленӗ. Чӑваш Енре ун филиалӗ ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Халӗ ҫакна валли уйӑрнӑ ҫуртра юсав пырать. 

"Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн регионти уйрӑмне Раҫҫей Наци банкӗ пулнӑ вырӑнта уҫма йышӑннӑ. 2 хутлӑ ҫуртри пӳлӗмсенче юсав 2 эрне каялла пуҫланнӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 13 миллион тенкӗ. Ӗҫе явӑҫтарнӑ 20 рабочи иртен пуҫласа каҫчен, канмалли кунсемсӗр вӑй хурать. Кӗске хушӑра самай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ. 

Пӳлӗмсен сӑн-сӑпачӗ, тӗссен килӗшӗвӗ, сӗтел-пукана епле вырнаҫтарасси - пӗтӗмпех Мускавран ярса панӑ йӗрке тӑрӑх. Ҫурт ӑш-чиккине тӗрлӗ хатӗрпе хӑтлӑлатма, компьютер техники лартма, видеосӑнавпа тивӗҫтерме 4 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Хӑшне-пӗрне вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ. 

Фондӑн тӗп тивӗҫӗ - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене, ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшасси. Пӗр вырӑнтах вӗсен ӗҫе вырнаҫас, социаллӑ, медицина пулӑшӑвӗ илес ыйтӑвӗсене татса парӗҫ. Юристпа, психологпа та кунта тӳлевсӗрех канашлама май пулӗ. Патшалӑх фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пирвайхи йышӑну, социаллӑ координаторсен , халӑхпа ӗҫпе тивӗҫтерекен центр, медицина экспертизин, нумай ӗҫ тӑвакан центр службисен пӳлӗмӗсем ӗҫлӗҫ. Кунтах аслисем хӑйсен ыйтӑвӗсене татса панӑ хушӑра ача-пӑча вылямалли лаптӑк йӗркелеҫҫӗ, библиотека та пулӗ. Нумай пулмасть Чулхулара ятарлӑ пӗлӳ илнӗ социаллӑ координаторсем ҫар операцине хутшӑннисене, вӗсен ҫемйисене Шупашкарта кӑна мар, республикӑри мӗн-пур муниципалитетра тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳрӗҫ. Унта специалистсем валли ӗҫ пӳлӗмӗсем йӗркелеҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Святослав Петров