Тӗп хулари пӗр ҫуртра сусӑрсене анса хӑпармалли ятарлӑ хатӗр вырнаҫтараҫҫӗ

Шупашкарта пурӑнакан Алексей Ландышев 2 ҫул хӑйӗн пурнӑҫ майӗ ҫӑмӑлланасса кӗтнӗ. Кӳмепе ҫӳрекенскере ӑна подъездне кӗрсе тухма питӗ кансӗр пулнӑ. Пулӑшу ыйтса ӑҫта кӑна ҫитмен пулӗ, прокуратурӑна та ҫырнӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ. Тинех унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ теме пулать. 

Ҫак кунсенче Алексей Ландышев пурӑнакан ҫуртра кӳмепе хӑпарса анмалли хатӗр вырнаҫтарма пуҫланӑ. Университет урамӗнчи 8-мӗш пӳрте Ландышевсем 1992-мӗш ҫулта куҫса килнӗ. 6-мӗш хута лифтпа ҫӑмӑллӑнах ҫӳреҫҫӗ. Пӗрремӗш хутра вара йывӑрлӑхсем пуҫланаҫҫӗ. Алексея пӗчӗк чухне амӑшӗ Людмила Николаевна хӑйех урама йӑтса тухнӑ. Подъездра пандус та вырнаҫтарса пӑхнӑ. Анчах та кӳршисем хирӗҫ пулнӑран ӑна пӑсма тивнӗ. Алексей питӗ ҫирӗп кӑмӑллӑ арҫын. Мӗн шутланине пурнӑҫа кӗртме хӑнӑхнӑ. Вӑл хӑйне хӑех пӑхаять: чей те, апат та хатӗрлет. Патшалӑхран электричествӑпа ӗҫлекен кӳме ыйтса илнӗ. 3 ҫул каялла подъездра хӑпарса анма пулӑшакан хатӗр вырнаҫтарас тесе тӑрӑшма пуҫланӑ. Суд Алексей майлӑ пулнӑ. Проектпа смета документацийӗ патшалӑх экспертизи тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине янӑ. Подрядчипе килӗшӳ тусанах рабочисем ӗҫе пуҫӑннӑ.

Надежда Александрова, Святослав Петров