Тӑван тавралӑх пуянлӑхӗпе йӑли-йӗркине тӗпчекенсем

Ҫак кунсенче Шупашкар районӗнчи Станьялта "Чӑваш Ен ӗмӗрсем витӗр" ятлӑ таврапӗлӳҫӗсен фестивалӗ иртрӗ. Ӑна президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. 

Тӑван тавралӑх пуянлӑхне, унӑн йӑли-йӗркипе культурин эткерлӗхне тӗпчекенсем "Чӑваш кӗрем" этнографи паркӗнче пухӑнчӗҫ. Ҫак фестивале республикӑри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ тахҫанах ирттерме ӗмӗтленнӗ. Ятарлӑ грант ҫӗнсе илни вӗсемшӗн пысӑк ҫӑмӑллӑх. Фестиваль Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ регионсенчи ҫамрӑксене пӗрлештерчӗ. Пӗтӗмпе 150 ытла ҫын. Уяв 4 куна тӑсӑлчӗ. Ачасем ушкӑнсем ҫине пайланса тӗрлӗ тупӑшура вӑй виҫрӗҫ, лекцисенче, ӑсталӑх сехечӗсенче пулчӗҫ, фильмсем курчӗҫ.

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков