Шупашкарта йӑлана кӗнӗ кадет балӗ иртрӗ

Каччӑсем кадет формипе, хӗрсем хитре кӗпесемпе. Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче кадетсен ташӑ уявӗ иртрӗ. 

300 хӗрпе каччӑ вӑрҫа вӑхӑтӗнчи юрӑсемпе ташӑра ҫаврӑнчӗҫ. Ку пулӑма ачасем темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ: хусканусене пӗрешкел тума хӑнӑхнӑ, тумсем ҫӗленӗ, сӑнарсем шутласа тупнӑ. Малтанах пӗтӗм ушкӑн гранд-маршпа утса тухрӗ.

Ун хыҫҫӑн пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗсем вальс ҫеммипе ҫаврӑнчӗҫ, пултарулӑх шайӗ пысӑк пулнине кӑтартрӗҫ. Конкурс 25 шкулти ушкӑна пӗрлештерчӗ. Унта хутшӑнакансем обязательнӑй тата ирӗклӗ программӑсенче тупӑшрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх чи лайӑх ташӑҫсене палӑртрӗҫ. Ачасем пӑлханнине пытармарӗҫ.

Ташӑ уявне пирӗн ҫӗршывшӑн паллӑ пулӑмсене - Куликово хирӗнчи ҫапӑҫӑва, Мускава Польша интревенчӗсенчен хӑтарнине, Наполеон ҫарӗсене ҫӗнтернине тата Крымпа Раҫҫей пӗрлешнине халалланӑ. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине те шута илнӗ. Кадет балӗ - ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хӑйне май тав туни. Ҫапла май ҫамрӑксем вӗсен паттӑрлӑхӗ яланах асра пулнине палӑртаҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Александра Борисова, Святослав Петров