Шупашкарта самокатпа тата велосипедпа ҫӳремелли йӗркесене аса илтереҫҫӗ

Черетлӗ ӑсталӑх урокне ҫул-йӗр инспекторӗсем, Транспорт министерствинче, тӗрлӗ спорт шкулӗнче ӗҫлекенсем ирттерчӗҫ. Тӗл пулӑва 200 ытла ача хутшӑнчӗ. 

Тӑркӑчпа тата велосипедпа ҫӳреме кӑмӑл тӑвакансем Шупашкарта нумайлансах пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫул ҫинчи лару-тӑру та кӑткӑсланнӑ. Уйрӑмах ҫулла тимлӗ пулмалла. Кӑҫал кӑна республикӑра самокатпа ярӑнакансем хутшӑннипе 5 авари пулнӑ, унта пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 4-шӗ аманнӑ. Велосипедистсемпе 7 инкек пулнӑ. Пухӑннӑ шкул ачисемпе студентсене хӑрушсӑрлӑх темипе лекци вуласа пачӗҫ. Велосипедпа тата самокатпа пынӑ чухне хӑйсене мӗнле тытмаллине ӑнлантаракан фильм кӑтартрӗҫ. Ҫавӑн пекех инкеке лекнӗ ҫынна пӗрремӗш пулӑшу мӗнле кӳмеллине аса илтерчӗҫ. 

Надежда Александрова, Михаил Солин