Шупашкарта иртнӗ Ҫамрӑксен кунӗ шайӗпе ҫӗршывӗпе ТОП-5 йышне кӗнӗ

Ҫак уява телекуравра, радиоэфирта, пичет кӑларӑмӗсемпе интернет уҫлӑхӗнче ҫутатнисене Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. 

Раҫҫейри ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ирттернӗ уяв Шупашкарта пуян та кӑсӑклӑ программӑпа палӑрнӑ. Хастар яш-кӗрӗм тӗплӗн хатӗрленсе ҫак куна тӗрлӗ проектпа хӑйнеевӗрлӗх кӳнӗ. Кӑҫал пысӑк ӗҫе ирттерме республикӑри аслӑ шкулсемпе техникум-колледжсенчи 40 медиаволонтера явӑҫтарнӑ. Квест-вӑйӑ - Ҫамрӑксен кунӗн тепӗр кӑсӑклӑ лапамӗ. Ӑна ирттерме блогерсене явӑҫтарнӑ. Маттур, пуҫаруллӑ яшсемпе хӗрсем пӗрмай шыравра. Артем Сорокин, сӑмахран, хӑйӗн ушкӑнӗпе пӗрле "Ёж" проект шутласа тупнӑ. Унпа килӗшӳллӗн телефонри ятарлӑ хушӑм урлӑ тӗп хулара пулакан ӗҫ-пуҫ пирки маларах пӗлме пулӗ. Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен политикин управленийӗн ертӳҫи Иван Филиппов журналистсене чысласа тав турӗ. Калем ӑстисем хӑйсем те Ҫамрӑксен кунне епле ирттернине пысӑк хак пачӗҫ. 

Алиса Александрова, Михаил Солин