Шкул, фельдшер пункчӗ тата ҫулсем пулсан - ял пурӑнать

Шкул картишне йӗркене кӗртесси, фельдшерпа акушер пункчӗ тӑвасси, ҫул тата шыв тытӑмне юсасси.  Ҫак тата ытти ыйтӑва Республика Пуҫлӑхӗ патне йышӑнӑва килнисем хускатрӗҫ. Олег Николаев кашнине татӑклӑ хурав пачӗ. 

Элӗк тӑрӑхӗнчи Ехремкассинче унччен ҫемье тухтӑрӗн офисӗ пулнӑ. Вӑл вырнаҫнӑ ҫурт юхӑннӑран ӑна темиҫе ҫул каялла хупнӑ. Халь кунти тӑватӑ ялта - Ехремкассинче, Куракӑшра, Качалавра, Юманлӑхра пурӑнакансем медицина пулӑшӑвне илме Элӗке ҫӳреҫҫӗ. Унта ҫитме ҫывӑх мар. Ватӑсемпе ачаллӑ ҫемьесене уйрӑмах чӑрмавлӑ. Ялта пурӑнакансем ыйтнипе Качалаври Алина Андреева Олег Николаев патне ҫак ыйтупа ҫитнӗ. Республика Пуҫлӑхӗ бюджетра 2027-мӗш ҫул валли Ехремкасси территори пайӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ тума укҫа-тӗнкӗ пӑхса хуни пирки каларӗ. 

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Энтриелти Татьяна Крылова ял ҫывӑхӗнчи "Аниш" ҫулӑн пӗр пайӗ юхӑнни пирки пӗлтерчӗ.  Шӑтӑк-путӑклӑскерпе ҫӳреме питӗ чӑрмавлӑ. Хӗрарӑм ӑна йӗркене кӗртме ыйтрӗ. Олег Николаев экспертиза пӗтӗмлетӗвне кӗтни пирки каларӗ. Унтан проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлеме пуҫлӗҫ.  

Ирина Никифорова Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри шкулта ӗҫлет. Вӑл пӗлӳ ҫуртне тӗпрен юсаса панӑшӑн тав туса калаҫрӗ. Ҫапах та Ирина Никифорова шкул картишӗ кивӗ пулнипе кӑмӑлсӑр. Шкул ачисем спортпа туслӑ, вӗсене хальхи йышши тренажерсем кирлӗ. Олег Николаев 2023-мӗш ҫултанпа шкулсене ятарлӑ йӗркепе ҫӗнетни пирки каларӗ. Малтан пӗлӳ ҫуртне юсаҫҫӗ, унтан картишне тирпейлесе ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫавна май Карапай Шӑмӑршӑри шкул таврашне те ҫитес ҫул йӗркене кӗртӗҫ.  

Ҫӗмӗрлери Лесной поселокра пурӑнакан Юлия Гаврилована водопровод тытӑмӗ кивелни пӑшӑрхантарать. Иртнӗ виҫӗ уйӑхра кӑна унта 15 авари пулнӑ. Олег Николаев ку йывӑрлӑх пирки унчченех пӗлнине каларӗ. Ҫак ыйтӑва ҫитес ҫул татса пама шантрчӗ. Шыв тытӑмне йӗркене кӗртме Строительство министерствине Правительствӑн резерв фондӗнчен укҫа уйӑрма хушнӑ та ӗнтӗ.  

Алена Артемкина, Елена Буинцева, Павел Иритков