Шӑпи 81 ҫул иртсен палӑрнӑ

Мурманск тӑрӑхӗнчи шыравҫӑсем Раҫҫей ҫарӗн Ҫурҫӗр флочӗ ҫирӗпленнӗ Хӗвеланӑҫ Лица юханшывӗ хӗрринче чӑваш салтакӗн шӑммисене тупнӑ. Вӑл Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Кирилов хӗрлӗармеец пулнӑ.

Салтак 1913-мӗш ҫулта Хумри Ишек ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫар ретне вӑл 1940-мӗш ҫулта тӑнӑ пулнӑ. Вӑрҫӑ тухсан стрелоксен 52-мӗш дивизийӗ йышӗнче ҫӗршывӑн ҫурҫӗр портне сыхланӑ. Нимӗҫсем Мурманск ҫине 3-мӗш хут тапӑнса килнӗ чух чӑваш салтакӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Михаил Кириловӑн шӑммисене 81 ҫул иртсен тупма пӳрнӗ. Ун ҫумӗнче хушаматне чӗрсе ҫырнӑ кашӑк пулнӑ. Ҫуммӑн тупнӑ салтаксен медальонӗсем те кунта стрелоксен 52-мӗш дивизийӗ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Документсем тӑрӑх, вӗсен йышӗнче Кирилов хушаматлӑ ҫын пӗрре кӑна пулнӑ. Вӑл шӑпах чӑваш салтакӗ.

Алексей Енейкин