Шӑмӑршӑ районӗнче Кӑтрак Атӑлҫи Пӑлхар патшин палӑкне лартнӑ

Унӑн авторӗ - Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Кондрашкин скульптор.

Хамӑр халӑхӑн паллӑ ҫыннисене хисеплесе палӑк лартас шухӑш Николай Кондрашкин пуҫӗнче тахҫанах тӗвӗленнӗ. Унӑн тӗллевӗсем пӗчӗккӗн пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Кӑтрак патша сӑнарне калӑплас кӑмӑлӗ те унӑн вунӑ ҫул каяллах ҫуралнӑ иккен. Атӑлҫи Пӑлхара никӗсленӗ историре тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫынна тӑхӑмӗсем астуса пурӑннине палӑк урлӑ пӗлтерме тинех мехел ҫитрӗ. Тӑван халӑхӑн иртнӗлӗхӗпе, хамӑр мӗнле йӑхран тухнипе кӑсӑкланакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Кӑтрак - Кубрат хан ывӑлӗ, вӑл ертсе пынипе 7-мӗш ӗмӗрте пирӗн несӗлсем хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫласа янӑ. Палӑка официаллӑ майпа уҫман-ха, хальлӗхе кунта тӑван халӑхӑн культурипе историне хисеплекенсем килсе пуҫ таяҫҫӗ. 

Марина Карягина