Рейса тухичченхи тӗрӗслев — ҫӗнӗлле

Руль умне лариччен тӗреслев витӗр тухма медицина ӗҫченӗпе тӗл пулмалла мар, черетре те вӑхӑт ирттерес ҫук. Пурӑна киле Раҫҫейӗпех вӑй илмелли проекта малтанласа Чӑваш Енре ӗҫлеттерсе пӑхас тенӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче 3 енлӗ килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. 

Автомобиль транспорчӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ, Чӑваш Республикин Транспорт управленийӗ, "Евромедхолдинг" пӗрлешӳ регионти транспорт комплексӗнче телемедицина меслечӗпе ӗҫлесси пирки калаҫса татӑлчӗҫ, ҫак йышӑнӑва документпа ҫирӗплетрӗҫ. Рейса тухичченхи тӗрӗслеве ҫӗнӗлле ирттерессин паха енӗсем сахал мар. Уйрӑмах медицина учрежденийӗнчен аякрисемшӗн меллӗ пулмалла. 

Хальлӗхе эксперимент меслечӗпе ӗҫлекен тӗрӗслеве тӗп ДЕПОра ӗҫлеттерсе пӑхас тенӗ. Унта 2 аппарат вырнаҫтарнӑ. Водительсен харпӑр хӑй табель номерӗпе системӑна кӗмелле. Унтан программа сӗннипе хӑйсене мӗнле туйнине палӑртмалла. Алкотестер юнри алкоголь виҫине, температура тӗрӗслет, юн пусӑмне шута илет. Инҫет меслетпе водителӗн сывлӑхне рейс умӗн тата ун хыҫҫӑн тӗрӗслекене пӗтӗмпех тивӗҫтерет пулсан стик пичетленет. Ӑна ҫула тухма ирӗк паракан документ ҫумне ҫирӗплетмелле. 

Хальлӗхе транспорт тытӑмӗнчи телемедицина меслетне тӗрӗслесе чӑрмавсене, ҫитменлӗхсене тишкерӗҫ. Тивӗҫлӗ шая ҫитерсен Чӑваш Енрипе танах ытти регионсенче те вӑя кӗртме палӑртнӑ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов