Республикӑра тулли мар мобилизаципе ят тухнисен пӗрремӗш ушкӑнне ҫар чаҫне ӑсатрӗҫ

Вӗсем унта хатӗрленнӗ хыҫҫӑн ҫӗршыв умӗнче тӑракан тӗллевсене пурнӑҫлама тытӑнӗҫ. Стройра салтаксемпе офицерсем тата профессиллӗ ҫар специалисчӗсем.

Аса илтеретпӗр, тулли мар мобилизаци вӑхӑтӗнче унччен салтакра пулнисене, ҫар специальноҫне алла илнисене повестка параҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыва хӑйсен ирӗкӗпе пулӑшма хатӗр арҫынсем те пур. Ӑсатакансен йышӗнче призывниксен тӑванӗсем кӑна мар, ҫӗршыв шӑпи ҫак хӳтӗлевҫӗсен аллинче пулнине ӑнланакан ахаль ҫынсем те. Пӗрлӗхре вӑй пулнине туйса тӑраканскерсем ҫар чаҫӗсене каякансене пурте пӗлекен юрӑпа хавхалантарчӗҫ. Ят тухнисене ҫар чаҫне ҫитиччен мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтерӗҫ. Вырӑна ҫитсен вара пурне те довольствие тӑратӗҫ. 

Леонид Петров, Андрей Шоклев