Республикӑра пресс-секретарьсен "Профи-21" конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ

Ӑна Республика Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. Пурӗ конкурса хутшӑнма 128 специалист заявка панӑ, пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ финала тухнӑ. 

Хальлӗхе ҫакӑн евӗр конкурса пирӗн республикӑра ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта хутшӑнакансен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан палӑрмаллах ӳснӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Чӑваш Енри чи ӑста 11 пиар-специалист ятне палӑртрӗҫ. Вӗсене саламлама уява регион ертӳҫи Олег Николаев килсе ҫитрӗ. Жюри ӗҫне куҫӑмлӑ мар майпа Раҫҫей Правительствин председателӗн Михаил Мишустинӑн пресс-секретарӗ Борис Беляков та хутшӑннӑ. Конкурсра кашни специалист хӑйне валли ҫӗнӗлӗх тупма тата пултарулӑхне ӳстерме пултарнӑ. 

Кӑҫалхи пиар специалистсен тупӑшӑвне 10-11-мӗш классенчи шкул ачисемпе студентсем те хутшӑннӑ, хӑшӗ-пӗри тӗрлӗ номинацире малти вырӑнсем те йышӑнма пултарчӗ. Ҫакӑ вӗсене ку енӗпе вӗренме кӗрес тесен пулӑшу кӳрӗ. 

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене 6 номинацире палӑртрӗҫ. Вӗсене сумлӑ экспертсемпе жюрисем дипломсемпе парнесем тата кубоксем парса чысларӗҫ. Малашнехи ӗҫре тата пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров