Культура ӗҫченӗсем кирек епле саманара та халӑхпа пӗрле. Юрӑ-ташӑпа, сӑвӑ-калавпа ҫынсене хавхалантараҫҫӗ, вӗсен кӑмӑлне ҫӗклеҫҫӗ, чунӗсене сиплеҫҫӗ. Культура ӗҫченӗн психолог та, артист та пулмалла, тет Етӗрне тӑрӑхӗнчи Тури Ачакри культура ҫурчӗн ертӳҫи Михаил Долгов.
Культура ӗҫченӗн кунне Раҫҫейре 18-мӗш хут паллӑ турӗҫ. Ҫак кун яланах савӑнӑҫлӑ та шавлӑ иртет. Пухӑннисене Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов ӑшшӑн саламларӗ. Культура сферинчи ӗҫ-хӗле вара Светлана Каликова министр пӗтӗмлетрӗ. Республикӑра хальхи вӑхӑтра ҫак тытӑмра 4 пин те 500 ҫын ӗҫлет. Вӗсенчен 60 ытла проценчӗ - ялсенче.
Уявра яланхи пекех нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене чысларӗҫ. Пысӑк чыса тивӗҫнисен йышӗнче - Культура тата ӳнер институтӗнчи кафедра ертӳҫи Раиса Васильева. Вӑл халӑх пултарулӑхне аталантарассипе нумай ҫул тимлет.
Уяв хӑнисене пурне те чечексем - тюльпансем парнелесе хавхалантарчӗҫ, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов