Республикӑра иккӗмӗш хут иртнӗ "Эпӗ - хӗрарӑм" конкурс ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Ҫемье ӑшшине упракан, ывӑл-хӗрӗ ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пултӑр тесе тӑрӑшакан амӑшӗ. Ҫав хушӑрах ял хуҫалӑх, строительство, культура аталанӑвӗнче те унӑн тӳпи пысӑк. Чыса та хисепе, ырӑ ята тивӗҫлӗ ҫын. Ҫак кунсенче республикӑра 2-мӗш хут иртнӗ "Эпӗ - хӗрарӑм" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. 

Кашни хӗрарӑм тимлӗхе, юратӑва, мухтава тивӗҫ. Ҫавӑнпа пӗтӗмлетӳ иртнӗ Филармони залне уява пухӑннисем хӗрлӗ кавир тӑрӑх утса кӗчӗҫ. Конкурса хутшӑнас текенсенчен ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен заявкӑсем йышӑннӑ. Ун ҫумне видеопрезентаци ҫирӗплетме ыйтнӑ. 2 минутра хӗрарӑмсен хӑйсем пирки, професси, ҫемйи, чун киленӗҫӗ ҫинчен кӑсӑклӑн каласа кӑтартмалла пулнӑ. Кашнин ӗҫне тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн 415 ҫынна малалла иртме ирӗк панӑ. Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем - Культура министерстви, Хӗрарӑмсен Канашӗ, "Пӗрле" фонд - хӑйсен профессийӗнче, ыркӑмӑллӑх тата обществӑлла ӗҫре тӑрӑшулӑх кӑтартнисене тупса палӑртас, вӗсем пирки каласа парас тенӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов