Республикӑра "Чувашия БлагоДарит" цифра платформи ӗҫлет

Унӑн тӗллевӗ - хамӑр регионта туса кӑларакан таварсем пирки информацие пӗр вырӑнта пухса вӗсем пирки ытларах ҫынна пӗлтересси. Хальхи вӑхӑтра унта 40 ытла компани регистрациленнӗ. 

"Чувашия БлагоДарит" цифра платформинче хамӑр регионти предприятисемпе пӗрлешӳсем, фермерсем, уҫламҫӑсем регистрациленсе хӑйсен таварӗсене кӑтартма пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унта 20 яхӑн пай. Вӑл шутра апат-ҫимӗҫ, спорт, строительство, сувенирсемпе парнесем, капӑрлӑх тата ытти те. Алексей Андреев хресчен-фермер хуҫалӑхӗ 2014-мӗш ҫулта никӗсленӗ. 4 ҫул каялла вара патшалӑхран грант илсе тӗрлӗ йышши сыр тата юр-вар кӑлармалли цех уҫнӑ. 

Цифра платформинче таварсене тӳрремӗн туянма май ҫук. Кунта вӗсем пирки информаци, мӗн хакпа тата ӑҫта туянма май пуррине тупма пулать. Хӑйнеевӗр лаптӑкӑн тӗллевӗ - Чӑваш Енре туса кӑларакан продукци пирки ытларах ҫынна пӗлме пулӑшасси. 

Сайтра апат-ҫимӗҫрен пуҫласа кӗпе тум-тир таранах информаци тупма пулать. Наци эрешӗсемпе усӑ курса тунӑ капӑр япала та чылай. Ҫакӑн пек ҫи-пуҫ ӑсталас енӗпе, тӗслӗхрен, "Хитре" бренд ертӳҫи Екатерина Малинина ӗҫлет. Ку тум-тире халӗ хамӑр республикӑра кӑна мар, унӑн тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл шутра цифра платформинче регистрациленни те пулӑшнӑ. Малашне те дизайнер ку тытӑмпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлес тӗллевлӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин, Святослав Петров