Республикӑра ачасем ҫул ҫинче сусӑрланассине хирӗҫ кӗрешекен центр уҫӑлчӗ

Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри программӑна пурнӑҫласа Вӗренӳ институчӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ене куҫса ҫӳрекен лабораторипе тивӗҫтернӗ. Унӑн майӗсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

Хӑрушсӑрлӑх йӗркине, паллах, мӗн пӗчӗкрен ӑша хывмалла. Ҫӗнӗ лаборатори тӗрлӗ ҫулти ачасемшӗн кӑсӑклӑ. Кунта тем те пур. Ҫул-йӗр правилисене выляса вӗренмелли хатӗрсенчен пуҫласа чӑн автобуса аса илетерекен кӳлепесем таранах. Вӗсемпе ачасене хӑйсене ҫул ҫинче мӗнле тытмаллине кӑтартаҫҫӗ, инкеке лекнӗ ҫынна пӗрремӗш пулӑшу пама хӑнӑхтараҫҫӗ. Чӑваш Ен ҫакӑн пек лабораторие илнӗ 63-мӗш регион пулнӑ. 

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов